Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Вӑрманкас ялӗнче пушар пулнӑ: унта ҫурт ҫунса кайнӑ. Ҫав пӳртре ватӑ мӑшӑр пурӑннӑ.
Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 12 сехетре ялти пӗр ҫуртра ҫулӑм ялкӑшма тытӑннӑ. Упӑшкипе арӑмӗ пӳрт йӑлтах хыпса иличчен хӑш-пӗр япалана урама илсе тухма ӗлкӗрнӗ. Юрать-ха, хайсем те чӗрӗ-сывах.
Пушарнӑйсем ҫулӑма 2 сехете яхӑн сӳнтернӗ. Шел те, ҫуртран нимӗн те тӑрса юлман. Юнашарти хуралтӑ таврашӗсем те ҫулӑмпа сиенленнӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнче виҫӗ юман каснӑ. Ҫакна кам тунӑ? Йӗрке хуралҫисем ҫав ҫынна шыраҫҫӗ.
Канӑ виҫӗ юманшӑн вӑрман фончӗ 400 пине яхӑн тенкӗлӗх тӑкак тӳснӗ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 3,3 гектар ҫӗр ҫинчи вӑрманта, Алмачкин ялӗнчен инҫех мар, такам ирӗк илмесӗрех 3 юман каснӑ. Ҫакна тункатасене кура палӑртнӑ. Ҫапла ҫав ҫын патшалӑха 394 пин те 317 тенкӗлӗх такак кӳнӗ.
Прокуратура тӗрӗслев материалӗсене следстви органне ярса панӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 25 ҫулти хӗрарӑм ҫул ҫинчех ҫуратни пирки пӗлтернӗччӗ. Хӗрарӑма тата упӑшкине пульницӑна ҫитме ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем пулӑшнӑ.
Хӗрарӑмпа ачине киле янӑ. Пульницӑран тухнӑ чухне вӗсене ҫав инспекторсем саламлама пынӑ. Вӗсем тин ҫуралнӑ ачана машинӑра ҫӳремелли ятарлӑ кресло парнеленӗ.
Ашшӗпе-амӑшӗ ачана Виктория ят панӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Пӗчченхыр ялӗнче 79 ҫулти хӗрарӑма шыраҫҫӗ. Вӑл кӑмпа татма кайнӑ та таврӑнман. Тӑванӗсем ӑна 3 кун курман.
Тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм кӑмпана утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче кайнӑ. Ҫӗрле тӑванӗсем вӑл таврӑнманнине кура ҫӑлавҫӑсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ.
Игнатьева Валентина Филипповна 160 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ. Кӑмпана кайнӑ кун хӑмӑр куртка, ҫавӑн тӗслех шӑлавар тата хура атӑ тӑхӑннӑ, хура витре йӑтнӑ. Ӑна курнӑ тӑк 8 (800) 700-54-52 е 112 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан Анна Афанасьевна Рыбакова утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ.
Анна Афанасьевна ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ, 20 ҫул тултарсан качча тухнӑ. Упӑшкипе иккӗшӗ ывӑлпа хӗре кун ҫути парнеленӗ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан мӑшӑрне фронта илнӗ. Анна Афанасьевна ӑна кӗтсе илеймен – упӑшки ҫапӑҫупа пуҫ хунӑ.
Хӗрарӑм ачисене пӗчченех ура ҫине тӑратнӑ. Халӗ ӑна тивӗҫлӗ канури хӗрӗ пӑхса пурӑнать. Вӑл амӑшӗпе юнашар пулас тесе ҫемйипе пӗрле Шупашкартан куҫса килнӗ.
Шалу вӑхӑтра тата туллин тӳленине сӑнаса-йӗркелесе тӑрас енӗпе ӗҫлекен ведомствӑсем хушшинчи республикӑри комисси паян Правительство ҫуртне черетлӗ ларӑва пуҫтарӑннӑ. Унта строительство отраслӗнче шалу вӑрттӑн (тепӗр майлӑ каласан, хыснана налук, тӗрлӗ фонда укҫа куҫармасӑр) тӳлессине пӗтерес ыйтӑва ҫирӗппӗн сӳтсе явнӑ. Ларӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев хӑй ертсе пынӑ.
Ведомствӑсем хушшинчи комисси ларӑвне ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 552 организацие чӗнсе илсе итленӗ. Хайхисем шалу пӗчӗк тӳленипе «палӑрнӑ». Апла пулсан, вӗсем е чӑннипех те сахал тӳлеҫҫӗ, е шалӑвӑн пӗр пайне вӑрттӑн тыттараҫҫӗ. Ларӑва чӗнсе илнӗ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин бюджетне уйрӑм ҫынсен тупӑшӗнчен 3,2 миллион тенкӗ хушма укҫа кӗнӗ, страхлакан взноссем – 7,2 миллион тенкӗ.
Хӑш-пӗр районпа хулара ведомствӑсем хушшинчи комиссисем ӗҫе тивӗҫлӗ шайра пурнӑҫласа пыманни сисӗнет. Начар енчен Хӗрлӗ Чутай, Етӗрне, Красноармейски, Куславкка, Ҫӗмӗрле, Сӗнтӗрвӑрри районӗсене тата Ҫӗмӗрлепе Ҫӗнӗ Шупашкар хулисене асӑнса хӑварнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Карапаш ялӗнче пурӑнакан хастар та укҫа-тенкӗллӗ ҫынсем хӑйсен шучӗпе кӗпер тунӑ.
Нимелле ӗҫе ялти Ҫӗнӗ урамра пурнӑҫланӑ. Тепӗр тесен, нимелле ӗҫ тӑвас йӑла чӑвашсен ӗлӗк-авалтан пулнӑ-ха. Хӑшӗсем ӑна паян та асра тытаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫал Республика кунне те ҫав чӗнӳпе ирттернӗ.
Карапаш ялӗнчи Ҫӗнӗ урамра кӗпер тахҫанах юрӑхсӑра тухнӑ. «Хамӑр пурӑнакан вырӑншӑн хамӑрӑнах тӑрӑшмалла, пире мӗн нушалантарнине айккинчи ҫын пӗлес ҫук», — шухӑшпа Владислав Самойлов депутат тата вырӑнти хастарсем нимене тухнӑ. Ку ӗҫе арҫынсем икӗ кунта пурнӑҫланӑ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче Акатуй иртнӗ. Унта Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ Николай Федоров та ҫитсе курнӑ. Ӑна унта хисеплӗ ят панӑ.
Николай Васильевич Сӗнтӗрвӑрри районӗн хисеплӗ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫакна ӑна районӑн социаллӑ экономика аталанӑвне пысӑк тӳпе хывнӑшӑн панӑ.
Палӑртмалла: Николай Федоров Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Чучукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Халӗ ҫав ял ҫук ӗнтӗ, ӑна «Химпрома» тунӑ чухне пӗтернӗ.
Ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки, литературӑпа ӳнер енӗпе Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх премийӗн лауреачӗ Светлана Андреева 50 ҫул тултарнӑ.
Лауреат тата тава тивӗҫлӗ ятсене сцена ӑсти ҫамрӑклах тивӗҫнӗ: преми лауреатне – 2004 ҫулта, хисеплӗ ята – 2005 ҫулта.
Светлана Владимировна Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Акшик ялӗнче ҫуралнӑ. 1993 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Артистка сӑнарсене ӗнентерӳллӗ калӑпланипе пӗрлех хитре сӑнӗпе, уҫӑ та янӑравлӑ сассипе куракансене килӗшет. Унӑн тӗп хӑйнеевӗрлӗхӗ – артистланнине кӑтартманни. «Хӗр ҫураҫма кайсан» спектакльти Фиса-и вӑл е «Шӑпчӑк юрланӑ каҫри» Инга-и, «Йывӑҫсем вилӗме пуҫ таймаҫҫӗ» спектакльти Марта-Изабелла-и е «Тухса каяс умӗн» спектакльти Иринка-и, «Тӑлӑх арӑмсен йӑпатмӑшӗнчи» Грациелла-и е «Пуса каччинчи» Света-и т.ыт.те – Светлана Андреева калӑплакан кашни сӑнар куракана тыткӑнлать.
Улатӑр районӗнчи Сурский Майдан ялӗнче пилӗк ҫурт ҫунса кайнӑ. Вӗсенчен иккӗшӗнче ҫынсем пурӑннӑ, тепӗр виҫҫӗшӗ пушах ларнӑ.
Асӑннӑ ялти Мускав урамӗнче пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. Унтан ҫулӑм кӳршӗри пӳрт ҫине куҫнӑ. Унта ҫынсем пурӑннӑ.
Кайран ҫулӑм пурӑнман тепӗр виҫӗ ҫурта ярса илнӗ. Халӗ пушарнӑйсем ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Аса илтерер: ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче пушар пулнӑ. Унта пӗр ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.05.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 14 - 16 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Адрианов Константин Адрианович, педагог пӗлӗвне илнӗ пӗрремӗш чӑваш вӗнетевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Александров Вячеслав Александрович, ЧАССР тата РСФСР тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лисицина Зоя Васильевна, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Владимир Николаевич, педагогика ӑслӑлахӗсен кандидачӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |